Чувашскомайнская сельская библиотека - филиал № 28

Статья

                                       Виçĕ  Мария .                                                               

1941- 45  çулсенчи  Çĕршывăн  Аслă  вăрçинче  Совет  Çарĕ  тăшмана  хирĕç  кĕрешсе  паттăрлăх  кăтартрĕ, Раççей - никам  çĕнейми  хаватлă  Çĕршыв.Çав

хăрушă  вăрçăра  пирĕн  çарсенчи  арçын – боецсемпе  юнашар  Тăван Çĕршыв  хĕрĕсем  те  çапаçнă. Черчен  те  çепĕç  чунлă  хĕрсен  паттăрлăхĕ,

хăрушлăха, çухатусене  тÿссе  ирттерни  нихçан  асран  тухас  çук. Вĕсем  çĕнтерĕве  çывхартнă.  Ĕмĕр- ĕмĕр  асра  тытар  вĕсен  ятне.

 

                

   Мария- зенитчица.                   

 

   

Мария  Григорьевна  Миронова – Степанова  Тутар енри  Алексеевски  районĕн  Чăваш  Майни  ялĕнче  1924 çулта  çуралнă.Ялти  пуçламăш  шкулта, Адамри (шкм) шкулĕнче   пĕлÿ  илнĕ. Шкул  хыççăнах колхоз  ĕçне

кÿлĕннĕ.Сушилкăра çĕр улми типĕтнĕ, çурлапа  тырă  вырнă, вăрман  каснă.

Ивановăна торф  кăларма  кайсан  урисем  шăнса ура чĕрнисем  ÿкнĕ.Пĕррехинче,  çур енне, (загот.контора)Марьепе  юлташĕсене  хулана

аш  леçме  янă. Таврăннă  кун  хутсене  майлаштарса  вăл  юлташĕсенчен

юлнă.Вăл  çитнĕ  çĕре  çырмана  шыв  тулнă, çурхи  шывран  ишсе  каçас

тенĕ, çынсем  ăна  вĕрен  ывăтса  панă,  çапла  хамăр  енне ишсе каçнă. Йывăрлăхсене  пăхмасăр  çамрăк  хĕр  каçхине  вăййа  тухнă, хĕр юлташĕсемпе уяв  картине  тăрса  юрланă. Сасси  янăравлă  пулнă. Икĕ 

хулăн  çивĕт  хĕре  тата  илем  кÿнĕ. Вăрçă  пуçлансан  17-ри хĕршĕн  йывăрлăхсене  çĕнтересси малта  пулнă.  1943 çул  7-мĕш  июльте вăл

вăрçа  тухса  кайнă. Пÿлер районĕн  военкомĕ  салтаксене Хусана  çити  леçнĕ. Вунсаккăрти  хĕрупраç    салтаксенчен  хăранă, хĕр  чысне  упрасчĕ,

тенĕ. Паром  çинче  вăрçа  каякан  хĕрсен  ушкăнне  курсан  лăпланнă: Вĕсем

хăрамаççĕ-çке, тенĕ.Çакăнта  вăл  Сосновка  хĕрĕпе  паллашнă, вăрçăра та

пĕрле  пулнă. Вăрçă  ĕçне вĕсене  Шупашкар  хулинче  вĕрентнĕ.Телефонист

ка  пулма, тĕл пеме, сурансем  çыхма  вĕреннĕ. Мария  пултарулăхне  кура

Зенитно  артиллерийски  ПВО  полкне  1872  частьне  янă. 1-мĕш  октябрьте

  присяга  йышăнать. Вăл  Рокоссовский  генерал ертсе  пыракан  Северо- Украинский  фронтра  зенитчица  пулса нимĕçсене  хирĕç  çапăçнă. Польшăра  пысăк  кĕперсене  нимĕçсенчен  сыхланă. Нимĕç  самолёчĕ  çывхарнине  курсан  персе  ÿкереттĕмĕр,парашютистчĕсене пĕрерĕн  шĕкĕлчеттĕмĕр,

нимĕçсен  парашют  пурçăнĕнчен  кофтăсем  çĕлесе  тăхăннă, çав  кофтăсене  тăхăнса  салтаксене  концерт  лартса  савăнтараттăмăр,- аса  илетчĕ  Мария.

Сасси  хитре  пулнă-çке.Икĕ  вăрăм  çивĕт  пулман  ентĕ, касма  тÿрĕ  килнĕ.

 Вăрçăра  сапăçакан  кашни  салтакăн  ашшĕ-амăшĕ  ачи  сывă  таврăнасса

  кĕтет. Ватă  ашшĕ, Мирун  Кĕркурийĕ,  фронта  çыру  çырса  янă:» Кÿршĕ

ялти  хĕр-боец  вăрçăран ача йăтса таврăннă. Хĕрĕм,эсĕ те çапла  тусан  сана 

савăнса  йышăнăттăмăр, пуçă  сывă  юлĕ»,- тенĕ.  Мария  ашшĕ  патне  çапла

çырса  янă:»Атте-анне,  ман  çинчен  начарне  ан  шутлăр, çав  намăса  ĕмĕр

тăршшĕпе  чунра  усриччен  хаяр  тăшманпа  çапăçса  паттăрсен  вилĕмĕпе

вилетĕп»,- тенĕ. Вăрçă  çулĕсенче  те  хĕрупраç  хăйне  тирпейлĕ  тытсан

чыса  никам  та  тăпăлтарса  илеймест  текен  шухăша  çирĕплетнĕ.

 

Мария  Миронова  1945  çул  август  уйăхĕнче  орденсемпе  медальсем  çакса  тăван  ялне  таврăннă. Мĕнле  тунсăхланă  вăл  Тăван  ялшăн! Ача  чухне  кăм

пана,çырлана  çÿренисем,  Çарăмсанра  шыва  кĕнисем, çамрăксен  вăййи,уявĕ  вăрçă  çулĕсенче  те  асран  тухман. Тăван  çĕршывшăн,тăван ял  ирĕклĕхĕшĕн  хаяр  тăшманпа  çапăçнă  вăл. Ял  вырмана  тухнă. Мария  та

халăхпа  пĕрле  мирлĕ  ĕçе  васканă. Ял  советĕнче  ĕçленĕ  чухне  тĕрĕсмар

лăхпа  кĕрешме  тÿрĕ  килнĕ. «Эпĕ  Гитлертен  те  хăраман, сиртен  хăрамастăп»,- тенĕ  вăл  услапсене.  Мария  1946 çулта  Ишельел  каччине

Степанов  Николай  Павловича  качча  тухнă.Вĕсем  8 ача, 6  хĕрпе 2ывăл

ÿстернĕ. Витя  ятлă  ывăлĕ, 14 çулхи  ача, колхоз  ĕçне  кайсан сарăмсăр

вилнĕ. Тепĕр  ывăлĕ  Геннадий Николаевич  Афганистан  вăрçинче пулнă,

унтан  таврăнсан Чистайри  милици  уйрăмĕнче  НВД  советникĕ пулнă, подполковника  çитнĕ. Степановсем 1980  çулта Канаш  ялĕнчен

(Ишалькино  посёлокĕ) Чистай  хулине  пурăнма  куçнă.Хĕрĕсем  Римма,

Нина,Люда, Аля,Зоя,Шура амăшне  хывнă.Ĕçчен,хастар,пултаруллă.

Марийăн  16  мăнукĕ, вĕсен ачисем  те  ÿсеççĕ. Мария  Миронова- Степанова

2001  çул 76  çула  çитсе çĕре  кĕнĕ. Ăна Канаш(Карасье  Озеро)  ялĕн  масарне  пытарнă. «Тирпее  юратакан  ĕçчен  çынччĕ, инвалид  мăшăрне  те

8 ачине  те  тирпейлĕ,  яка  тумпа  çÿрететчĕ,ырă  кăмăллă, çынна  яланах

пулăшма  юратакан, çирĕп  чун-чĕреллĕ,правур  çынччĕ»,-тесе  аса  илет

паттăр  хунямăшне  Марийăна, кинĕ  Чистай  хулинче пурăнакан

Степанова  Нина  Иосифовна. Мария  Григорьевнăн  хаяр  тăшманпа

çапăçса  хăюлăх  кăтартнăшăн  Рокосовский  генерал  панă  «Тав   хучĕ»  пул

нă. «За  победу  над  Германией»  орден,  орден  «Отечественной  войны

2 степени»  тата юбилейный  медальсем  пулнă.Чăваш  Майни  ĕмĕр

асра  тытать  хăйĕн  паттăр  хĕрне.

                                                                  

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

                                  Мария-радистка.

 

1941- çулта  Гитлерла  Германи  пирĕн  Çĕршыв  çине  вăрă-хурахла тапăнсан

Алексеевски  районĕнчи Чăваш   Майни  ялĕнчи  пĕр  çемьерен  икĕ  хĕр

Тăван  Çĕршыва  хÿтĕлеме вăрçа  тухса  кайнă:Бикулова  Дария  Алексеевна

1921  çулта  çуралнăскер  тата  Бикулова  Мария  Алексеевна  1923  çулта

çуралса  ÿснĕскерсем. Кунта  сăмахăм  пырать  легендарлă  хĕр-боец  снайпер

Мария  Бикулова-Кошкина  çемйи  çинчен.Асли  Бикулова-Кошкина  пулнă,

çемьере  ăна  Дария  тесе  чĕннĕ.Ÿссе  çитсе  паспорт  илме  кайсан  унта

йăнăшпа  Мария тесе  çырса  хунă (метрик-çуралнă  хут  пулман). Çапла   вăл

вăрçăра  Мария ятпа  çÿренĕ. Кĕçĕн  Мария  иккĕре  чухне вĕсен  амăшĕ чирлесе вилнĕ.Ашшĕ,  Бикулов  Алексей  тепре авланнă,  вĕсен   Люксапа(Александра)  иккĕшин  Коля,  Павел  тата  Лиза  çуралнă.  Тарьепе

Марьене  те  хăй  ачисемпе  пĕр  тан  юратса  ÿстернĕ. Вăрçăччен  асли

Марье(Тарье)  Ленинград  хулинче  ĕçлесе  пурăннă. Кĕçĕн  Мария  Емелькино  ялне  Мельников  Николая  качча  тухнă.  Çамрăк  мăшăр  вăрçă

пуçлансан ытти  пиншер  Совет  салтакĕсемпе  юнашар  Тăван  Çĕршывшăн

хаяр  тăшманпа  сапăçма  тухса  кайнă. Мăшăрĕ, Н Мельников  вăрçăра вилнĕ.

Мария  вăрçă  çулĕпе  малалла  утнă. Вăл  Днепр  çинчи  çапăçу  çинчен 

каласа  паратчĕ: «Днепр  çинче  питĕ  вăйлă  çапăçу  пычĕ,  Днепр  шывĕ  юн

тĕслĕ  хĕп-хĕрлĕ  пулчĕ,  çавăнта  хам  сывă  юлнинчен  тĕлĕнеттĕм, апла киле

сывă  таврăнăп-ха,  тесе  шутлаттăм»,- аса  илетчĕ  Мария тесе  каласа  парать

Чăваш  Майнинче  пурăнакан  85  çула  çитнĕ

çывăх  тăванĕ  Бикулова  Евдокия  Ермолаевна.Мария вăрçă  çулĕпе  Прагăра,

Пудапештра  тăшмана  хÿтернĕ. Вăрçă   пĕтсен  çур  çултан  орденсемпе

медальсене тивĕçнĕ  Мария  килне  таврăннă. Ÿсельел  каччипе, фронтран

таврăннă  Софонов  Тимофейпа  çемье  çавăрнă.  Вĕсем  5  ача  ÿстернĕ.

Вĕсен  11  мăнукĕ. Асламăшне, кукамăшне  ырăпа  аса  илеççĕ.

Мария  Алексеевна  Бикулова- Софонова  Ÿсельел  колхозĕнче  вăй  хунă.

Унăн  ячĕ  колхозăн  ĕçчен  çыннисемпе  юнашар  яланах « Хисеп  хăми»

çинче  пулнă. Ун  çинчен  Аксу  енĕн паллă  сăвăçи П.М. Гаврилов- Меречен

«Аксу  ен  хастарĕсем» кĕнекинче  «Сăваплă  чун»  ятлă  поэма  çырнă.

 Мария - вăрçă  ветеранĕ  2008 çулта  85  çула  çитсе  çĕре  кĕнĕ. Мария

Алексеевна  Бикулова- Софонова  хăюллă  хĕр-салтак вăрçăра  2  – мĕш

Украина  фронтĕнчи 85- мĕш  батальонра  Сывлăшри  Çар  фронтне  сăнаса

штаба  пĕлтерсе  тăракан боец – радистка, разведчик, ефрейтор званийĕ  пулнă. Вăл  Тăван Çĕршыв  тата  Чăваш  Майни  ялĕн, Кив  Ÿселĕн

мăнаçлăхĕ. Унăн  сăваплă  ячĕ  умĕнче  çĕре  çити  пуç  таятпăр

 

                     Мария – снайпер.

 

  Блокадăри  Ленинградра  диктор  сасси  янăраса  кайнă: «Хулана  хÿтĕлекенсене  çĕнĕ  çулпа  саламлатăп! Хĕрÿллĕ  салам  чапа  тухнă  стрелоксене:Дьяченкона, Антонова, Мария  Кошкинăна».Тăван

Çĕршыв  паттăрсене пĕлсе  тăнă. Марийăна  тăшмансем  те  лайăх  пĕлнĕ.

Кунсерен  5-6  фашиста  тĕп  тунă  вăл. Тарăхса  çитнĕ  тăшман  хăранă

унран. Нимĕçсене  тĕл  персе  лектернĕшĕн  дивизинче Марийăна  орден

панине  илтнĕ  те  вĕсем  пирĕн  еннелле  кăшкăрнă: Машка- Кошкăна  пурĕ

пĕр  тытатпăр,  ÿчĕ  çинче çăлтăр  касса  кăларатпăр, тенĕ. Юмахри  пек  пат

тăр  пулнă  пирĕн  Мария  Бикулова- Кошкина. Пĕл  пирĕннисене! Çук,  тытайман ăна  нимĕçсем, хулана  та  илеймен. «Нимĕçсем  Ленинград  хулине

мăйкăч  тăхăнтартрĕç, юнпа  пĕвенчĕ  хула, нумай  тÿсрĕ, анчах  гранит  евĕр

çирĕп  шанчăкпа  тапнă  çынсен  чĕрисем. Герой- хула  таврашĕнче  виççĕр

пин  нимĕç  салтакĕ вилнĕ,  çĕр  айĕнче- нимĕçсен  хули»,- тесе çырнă  çар  журналисчĕ  Илья  Эренбург. Чăваш  Майнинче  çуралса  ÿснĕ  Мария  Би  кулова- Кошкинан  та  тÿпи  пысăк  çак  çĕнтерÿре.  85  тăшмана  леш  тĕнчене  ăсатнă  вăл. Тăван  Çĕршыва  юратни, паттăрлăх,  тÿсĕмлĕх  витĕмĕпе  тапнă  унăн  чĕри.  Мария(Дарья-Таруç тесе  чĕннĕ  килте, ялта)

Бикулова-Кошкина Тутар  енри  Алексеевски  районĕнчи  Чăваш  Майни

ялĕнче, 1921 çулта  декабрĕн 21-мĕшĕнче  çуралнă. Ялти  пуçламăш шкулта,

Анат  Кăтрата  шкулĕнче  вĕреннĕ. 14 çулта  колхоз  ĕçне  кÿлĕннĕ.  Ÿссе  çитсен  Ленинградри  пысăк  çуртсем  тунă  çĕрте  маляр, штукатур, столяр

пулса  ĕçленĕ. Вăрçă  пуçлансан  хăй  ирĕкĕпе  Хĕрлĕ  Çар  ретне  тăнă. Мед

сестра  пулса  аманнисене  вăрçă  хирĕнчен  илсе  тухнă. Вăл  снайперсен шку

лĕнче  вĕреннĕ.  Дивизинче  пĕрмĕш  хĕр- снайпер  пулса  тăнă.  Тĕл  перес

ăсталăха  алла  илнĕ.Çапăçу  хирĕнче нумай  çухату  тÿснĕ: хĕрсем,  юлташĕ

сем  ÿксе  юлнă. Мария хăй  те  темиçе  хутчен  аманнă,  контузи  пулнă.

Йывăр  аманнă Марийăна  вăрçă  хирĕнчен  развед.рота командирĕ ст.лейтенант Гаврилов  йăтса  тухнă. Бикулова- Кошкина  ятне  Тăван  Çĕршывăн   паттăр  хĕрĕсемпе  юнашар ылтăн  саспаллисемпе  çырса  хунă.

«Хĕрлĕ  çăлтăр» орденĕ(1943ç), «Орден  славы 3 степени»(1944ç) паллăсемпе  чысланă. Унăн  мăшăрĕ вăрçăн  малтанхи  кунĕсенчех пуçхунă . Вăрçă

хыççăн  Мария  Мефодий  Ткаличпа  çемье  çавăрнă. Вĕсем  хĕрпе  ывăл

ÿстернĕ. Вера  хĕрĕпе  мăнукĕ  хулари   архитекторсем. Амăшĕ, кукамăшĕ

хаяр  тăшманпа  çапăçнă  хулари  çуртсене  тата илемлĕрех  тăвасшăн.

Ывăлĕ  Юрий  Симферопольте.  Мария- снайпер  портретне  паллă  художник

В.А.Серов ÿкернĕ. Хĕр  çĕлĕкпе, шурă  кĕске  кĕрĕкпе, аллинче снайпер

винтовки. Çав  портрет Свердловск хулин  музей  залĕнче  упранать.  

Вăрçă  хыççăн Мария  Ленинградри  Киров  ячĕллĕ  комбинатра  ĕçленĕ.

Тăван  ялне  пĕрре  мар  килсе  кайнă, анчах  орденсене  çакса  çÿремен.

Мĕншĕн  çакмастăн  орденсене?- тесе  ыйтсан:»Вăл  орденсене  мана  çын

вĕлернĕшĕн  панă»-тенĕ  Мария  Алесеевна  Бикулова- Кошкина. 

Вышкайсăр  этемлĕх, çынлăх  пытаннă  çак  сăмахсенче. Н.Дедушкин Çар

журналисчĕ «Тобой  гордится  Родина» статйинче унпа  тĕл  пулса  калаçнине

çырать: «Залра  вăрçă  ветеранĕсем, çамрăксем,  Мария  Кошкина  президиумра  ларать.  Пуху  пĕтсен унпа  калаçнă. Мария  вырăсла, чăвашла,

тутарла  лайăх  калаçма  пĕлнĕ. К.В.Ивановăн  «Нарспи», Петĕр  Хусанкайăн

«Таня» поэмăсем  çинчен  сăмах  пуçарнă» Ялта  ÿснĕ  чăваш  хĕрĕн  чун

пуянлăхĕ, паттăрлăхĕ тĕлĕнтернĕ  çыравçа.Вăл  чĕре  хушнипе  хаяр  тăшмана

хирĕç  çапăçнă, вăрçăра медсестра, снайпер, разведчик  пулнă.  «Ленинградри

шăннă çĕр  çийĕн çырма  пек  юн  юхатчĕ»,- тесе  каласа  панине  аса  илет  тăванĕ  Евдокия  Ермолаевна  Бикулова.  Мария  Бикулова-Кошкина  çинчен

çыравçăсем  калавсемпе  очерксем, сăвăсем  çырнă. Майна ял  советне  16 çул

ертсе  пынă  В.В.Горбунов «Мария – снайпер» аса  илÿ  статйи çырнă,

«Заря», «Сувар» хаçатсенче  пичетленĕ. Ялти  культура  çурчĕн залĕнче

«Мария-снайпер» ятлă  стенд çинче  вуласа  пĕлме  пулать. Чăвашмайнисем                                                                   

ăна  астунине  те  калаççĕ. Вăрçă  пĕтсен Бикулова- Кошкина  ял  хапхинчен

чăматанне пĕчĕк  урапа  çине хурса таврăннă, Аслă  урампа  пынă.  Таруç  акка  вăрçăран  таврăнать! тесе  кăшкăрса  ача-пăча  ăна  хирĕç  чупнă,  урапине туртма  пулăшнă. Вăрçă  паттăрĕсене  тав  тума  сăмах  та çитес  çук.

Ĕмĕрсенче  асра  тытар  вĕсене, вăрçă çинчен  калаçу  вĕçĕ-хĕррисĕр  пултăр.

                                                                       Чăваш  Майни,

                                                                      Лидия  Угахина.